| 205 | Уйӑх ҫутипе ҫӳрекен ыр тӗкӗн мар. | Хӗвел — Уйӑх |
| 208 | Уйӑх та пӗр, хӗвел те пӗр, ҫути анчах ӑрасна. | Хӗвел — Уйӑх |
| 209 | Уйӑх та уйӑхӗпех ҫутатмасть. | Хӗвел — Уйӑх |
| 207 | Уйӑх тӑхри те тумхахлӑ теҫҫӗ. | Хӗвел — Уйӑх |
| 210 | Уйӑх хӗвел пулса тухас ҫук. | Хӗвел — Уйӑх |
| 211 | Уйӑх хӗвеле ҫитес ҫук. | Хӗвел — Уйӑх |
| 212 | Уйӑх эрнекуна тиркет теҫҫӗ. | Хӗвел — Уйӑх |
| 213 | Уйӑхӑн та ҫути пур та, ӑшши ҫук. | Хӗвел — Уйӑх |
| 214 | Уйӑхпа уйӑх та пӗр пек мар. | Хӗвел — Уйӑх |
| 363 | Хӑйӑр ҫинче шыв тӑрас ҫук. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 364 | Хӑйӑр шывран тӑранмасть. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 365 | Хӑйӑрлӑ ҫӗр шыв сӑхать теҫҫӗ. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 366 | Хӑйӑртан чӑпӑркка яваймӑн. | Ҫӗр — Тӳпе |
| 493 | Хемрен хӳтлӗх ҫук. | Вут — Шыв |
| 229 | Хӗвел — патша, уйӑх — патша майри. | Хӗвел — Уйӑх |
| 241 | Хӗвел — тӑван анне, уйӑх — амаҫури анне. | Хӗвел — Уйӑх |
| 215 | Хӗвел айӗнче — ӑшӑ, анне ҫумӗнче — ырӑ. | Хӗвел — Уйӑх |
| 216 | Хӗвел анать — каҫ пулать, ӗмӗр иртет — ӗҫ юлать. | Хӗвел — Уйӑх |
| 217 | Хӗвел анать — кахал савӑнать, Хӗвел тухать — ӗҫчен савӑнать. | Хӗвел — Уйӑх |
| 218 | Хӗвел аннӑ чух выртакан тавра чир явӑҫать тет. | Хӗвел — Уйӑх |
| 221 | Хӗвел ансан пуҫланӑ ҫӑкӑр перекетсӗр. | Хӗвел — Уйӑх |
| 219 | Хӗвел ансан ҫынна укҫа памаҫҫӗ. | Хӗвел — Уйӑх |
| 220 | Хӗвел ансан уйӑх ҫути те хаклӑ. | Хӗвел — Уйӑх |
| 222 | Хӗвел ӑшши кашкӑр мар, шӑмма-шакка кӑшламасть. | Хӗвел — Уйӑх |
| 223 | Хӗвел ӑшши пуриншӗн те пӗр. | Хӗвел — Уйӑх |
| 224 | Хӗвел ӑшшинче сивӗ пӑр та ирӗлет. | Хӗвел — Уйӑх |
| 225 | Хӗвел кӑнтӑрлаччен вӑкӑрла, кӑнтӑрларан — карсакла. | Хӗвел — Уйӑх |
| 226 | Хӗвел кӑнтӑрлаччен килет вӑкӑрпа, кӑнтӑрларан вара анат кайӑкпа. | Хӗвел — Уйӑх |
| 227 | Хӗвел кулли — тӗнче кулли. | Хӗвел — Уйӑх |
| 228 | Хӗвел панче — ӑшӑ, анне панче — лайӑх. | Хӗвел — Уйӑх |
| 230 | Хӗвел пӑхмасан ҫу кунӗ те хитре мар. | Хӗвел — Уйӑх |
| 231 | Хӗвел пӑхсан — тумла юхать, усал пӑхсан — куҫҫуль юхать. | Хӗвел — Уйӑх |
| 232 | Хӗвел пӗччен пулин те ҫут тӗнчене ӑшӑтать. | Хӗвел — Уйӑх |
| 233 | Хӗвел ҫине пӑхакан хӑйӗн куҫне пӗтерет. | Хӗвел — Уйӑх |
| 234 | Хӗвел ҫинче пиҫекен хевтеллӗ пулать. | Хӗвел — Уйӑх |
| 235 | Хӗвел ҫинче Хӗветӗр те хӗпӗртет. | Хӗвел — Уйӑх |
| 236 | Хӗвел ҫинче Хӗветкене те чун кӗрет. | Хӗвел — Уйӑх |
| 237 | Хӗвел ҫук чухне уйӑх та ҫутатать. | Хӗвел — Уйӑх |
| 238 | Хӗвел ҫути — Турӑ вутти. | Хӗвел — Уйӑх |
| 239 | Хӗвел ҫутине арча ӑшне хупайман. | Хӗвел — Уйӑх |
| 240 | Хӗвел ҫутине чун ҫути теҫҫӗ. | Хӗвел — Уйӑх |
| 242 | Хӗвел те кашни кун кулса пӑхмасть. | Хӗвел — Уйӑх |
| 243 | Хӗвел туймасть инкеке. | Хӗвел — Уйӑх |
| 245 | Хӗвел Турри ҫын сыватнӑ тет. | Хӗвел — Уйӑх |
| 246 | Хӗвел Турри тӗнче тытать. | Хӗвел — Уйӑх |
| 244 | Хӗвел Турри чун парать, уйӑх Турри чун илет. | Хӗвел — Уйӑх |
| 247 | Хӗвел тухать — ватӑ савӑнать, хӗвел анатъ — ҫамрӑк савӑнать. | Хӗвел — Уйӑх |
| 248 | Хӗвел тухать хӗрелсе, хӗрлӗ чатӑр карса чарас ҫук. | Хӗвел — Уйӑх |
| 249 | Хӗвел тухмасӑр кун пулмасть. | Хӗвел — Уйӑх |
| 250 | Хӗвел тухнӑ чух вырмаҫҫӗ тет. | Хӗвел — Уйӑх |